Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӗнле тӗллевпе калем тытнӑ-ши критик?

«Тӑван Атӑлӑн» кӑҫалхи 6-мӗш номерӗнче Георгий Федоровӑн «Илемлӗ сӑнарлӑх тымарӗсемпе хунавӗсем» хайлавӗ пичетленчӗ. Ӑна ум статья вырӑнне вырнаҫтарнӑ. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ. Чӗлхепе литературӑна тӗпчекен тухтӑрӑн пирӗн ҫул-йӗрӗн тӗрӗслӗхне шырамалла, йӑнӑшсене уҫӑмлӑн кӑтартмалла, малашнехине витӗр курса тӑмалла. Хӑйӗн умӗнчи тӗллеве ӑнкарайнӑ-ши автор? «Литературӑн ӳсӗмлӗ шыравӗсем» ҫине тӗллесе кӑтартайнӑ-ши?
Ку хайлав рецензи мар, ҫӳлерехре тӑрать. Рецензи — литература произведенине, наука ӗҫне, спектакле, концерта пахаласа ҫырнӑ статья. Унта сӑмах уйрӑм ӗҫ пирки пырать. Профессорӑн хайлавӗнче 2008 ҫулхи прозӑна пӑхса туху (обзор) жанрӗпе тишкернӗ.
1931 ҫултанпа тухакан «Тӑван Атӑл» халӗ 1387 экземпляр тиражпа пичетленет. Темиҫе ҫул каялла вун-вун пин экземпляр тиражпа кун куратчӗ. Ӑҫта халӗ унӑн вулаканӗсем? Чӑваш илемлӗ литератури кирлӗ мар пулса тӑчӗ-ши? Автор илемлӗ литературӑра вулакана юрӑхлӑ хайлав тупайман темелле. Л.Таллеровӑн «Тункӑсла выляни», А.Волковӑн «Вӗҫленеймен тавлашу» произведенийӗсенче «сӑнарлӑх вырӑнне политика тӗпе килет... Символ пулас сӑнлӑхсем ситре-хутран (хутран-ситрен?) ансат аллегори картне анаҫҫӗ, герой хыҫа юлать, ун вырӑнне каласа паракан ҫын йышӑнать», — тесе ҫырать автор. Г.Максимовӑн «Кулак ачи» повеҫӗ те профессора тивӗҫтереймен. Унта «событисем ҫиҫӗм пек ылмашӑнаҫҫӗ, хайлав композицийӗ темиҫе сюжет йӗрӗ «питрен пит» ҫапӑннинче ӳтленет...» Критик ҫакна манать: ҫын политика ӗҫне хутшӑнни те сӑнарлӑх паллиех пулать-ҫке!
Хайлавран ӑнланма ҫук: Чӑваш халӑх писателӗн Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» романне ырламалла-ши, хурламалла-ши? «Романа ҫыравҫӑ психологи мелӗпе, лирикӑллӑ интонаципе хайланӑ, драматизмлӑ событисем ҫине таянтарнӑ».
Критик шухӑшӗпе, хӑш-пӗр прозаик пӗтӗм ӗмӗре явса илсе сӑнарласшӑн: Л.Таллеров («Шеремет», 2003), З.Нестерова («Арҫынсем те макӑраҫҫӗ», 2004). Лайӑх-и ҫакӑ е юрӑхсӑр хӑтлану-и? Ун пирки вӑл нимӗн те шарламасть.
Илемлӗ литературӑн хальхи утӑмӗсем пирки ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Теветкел ҫырнӑ (Ҫыравҫӑ ӗҫӗ-хӗлӗ — вӑхӑт панӑ роль» статьяна кӑмӑлласа вуларӑм (Хыпар, 2009, утӑ, 15). Автор чӑваш литератури, ытти халӑхӑн литературин аталанӑвӗн ҫулне-йӗрне лайӑх пӗлнине куратпӑр. Ҫакӑ ӑна тӗрӗс пӗтӗмлетӳсем тума пулӑшать. Статйине вӑл хӑй ҫырнӑ поэзин хайлавӗсемпе, куҫарусемпе пуянлатать.
Ҫыравҫӑ ӗҫӗ-хӗлӗ мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫак ыйтӑва хуравлать статья авторӗ. Паллах, хӑй пурӑннӑ вӑхӑтпа. Тӑван ҫӗршыва фашистсен тапӑнӑвӗнчен сыхланӑ ҫыннӑн ҫав вӑрҫӑ ҫинчен ҫырасах килет. Фронтовик хӑй мӗн курнине-тӳснине, ун чухнехи пулӑмсене хӑйӗн шухӑшлавӗпе хаклать. Фронтовик хайлавне тӗрӗс тишкерме тар шӑршине пӗлмен ҫынна ансат мар. Чӑн-чӑн паттӑрсен хӑюлӑхне вӑрҫӑ мыскари тесе хакламалла-ши е вӗсене шаймӑклӑх (авантюризм) ҫулӗпе пыраҫҫӗ тесе айӑпламалла-ши?
Писатель кӑмӑл туртнипе, чун хушнипе, пултарулӑхне кура ҫырать. Ҫыннӑн ҫак туйӑмӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Анчах ун валли ку сахал-ха. Ырми-канми ӗҫлеме хӑнӑхни, пултарулӑха пӗрмаях ӳстерсе пыни кирлӗ. Унӑн шывран путмасӑр тухмалла, вут урлӑ ҫунмасӑр каҫмалла, кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтермелле. Ҫакнашкалли ҫыравҫа питӗ кирлӗ. Унӑн хайлавӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн вулакан пуҫне кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса илтӗр, хускатнӑ ыйтусем ӑна шухӑшласа пӑхма хистеччӗр, халиччен пӗлменнине пӗлтӗр вӑл, усӑ курмаллине туптӑр.
«Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» романӑн пӗрремӗш кӗнеки 1994 ҫулта пичетленчӗ. Унӑн пӗтӗм тиражӗ кӗске вӑхӑтра — икӗ-виҫӗ эрнере — пӗтӗмпе сутӑнчӗ. Ку кӗнекене хаҫат-журналта пайтах ырларӗҫ.
Совет самани тиркемен роман тӑсӑмне хальхи самана та малалла ҫул пачӗ; пӗлтӗр икӗ кӗнеке пӗрле пичетленсе тухрӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма та ырлакан тупӑнчӗ. «Роман» чӑн пулӑмсемпе, сӑнарсемпе, хӑйӗн пуян чӗлхипе илӗртет. Геройсем те пурнӑҫри ҫынсемех. «Вӑт тӑк парад», «Кӗрхи пилешсем», «Чун савни пӗрре кӑна» сыпӑксене уйрӑмах палӑртас килет. Виҫҫӗмӗш кӗнеке кӑларсан И.Я. Тенюшев пурне те савӑнтарӗччӗ. Ҫыравҫӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫланасса шанатпӑр: паянхи кунччен чӑваш литературинче хаяр вӑрҫӑ ҫинчен ун пек пысӑк калӑпӑшлӑ роман пулманччӗ-ха0 (Краснова С. Вӑрҫӑ ҫаплах ҫӳҫентерет. Хресчен сасси, 2009, утӑ, 8).
Пытарар мар: телевизортан хӑпайман хальхи вӑхӑтри ҫын вулама пӑрахрӗ. Умри тӗллев паллӑ: вулаканпа кӗнеке хушшинчи туслӑха тепӗр хут ҫирӗплетесси. Эппин, критикӑн тӗллевӗ — 2008 ҫулхи прозӑн лайӑх енӗсене кӑтартасси, ҫав прозӑн паха хайлавӗсемпе паллаштарасси, вӗсене вулама сӗнесси. Хальхинче ӑна урӑхла тӗллев ҫунатлантарать. Вӑл ҫапла каласшӑн: 2008 ҫулхи проза политика ыйтӑвӗсене ҫутатать, эппин, вӑл илемлӗ литература шайне ҫитеймен, публицистика кӑна.
Эх, хӑйӗн умӗнчи тӗллеве ӑнкарайман ҫав критик! Ай-яй-яй!

Иван Тенюшев, отставкӑри капитан, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
«Хыпар», 2009, юпа, 8, 195 №>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-11-15 15:32:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1149 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем